Ҫурла уйӑхӗн 1-мӗшӗнче каҫхине Улатӑрти пӗр ҫурт картишӗнче арҫын хӑйӗн Борис ятлӑ ывӑлне персе вӗлернӗ.
Каччӑ 22-ре ҫеҫ пулнӑ. Ашшӗ ӳсӗр пулнӑ. Вӑл амӑшне ҫапма хӑтланнӑ, ывӑлӗ вара асламӑшне хӳтӗлеме тӑнӑ. Урнӑ арҫын пӑшал тытнӑ та ывӑлне тӗллесе пенӗ. Каччӑ пульницӑра темиҫе кунран вилнӗ.
Арҫынна ҫав кунах тытса чарнӑ. Вӑл час-часах эрех ӗҫнӗ, харкашнӑ. Борис Хура тинӗс хӗрринчи пӗр уйлӑхра ӗҫленӗ. Унӑн авӑн уйӑхӗнче таврӑнмалла пулнӑ, анчах темшӗн иртерех ҫитнӗ.
Борисӑн юратнӑ хӗрӗ пур. Наталья каланӑ тӑрӑх, каччӑ пысӑк ҫемье пирки ӗмӗтленнӗ.
Ҫынсем каланӑ тӑрӑх, Борисӑн ашшӗн килӗнче пӑшал пулнӑ. Вӑл унччен те тӗрмере ларнӑ. Каччӑна ҫурла уйӑхӗн 8-мӗшӗнче пытарнӑ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакан Емельян Иванович Никишин ҫак кунсенче 104 ҫул тултарнӑ. Вӑл — районти чи ватӑ ҫын.
Емельян Никишинӑн шӑпи ҫӑмӑл килмен. Вӑл Тӑван ҫӗршывӑн Аслӑ вӑрҫине хутшӑннӑ. Мӑшӑрӗпе пӗрле пилӗк ывӑлпа пӗр хӗр ҫитӗнтернӗ.
Емельян Иванович районта хисеплӗ ҫын. Ӑна ҫуралнӑ кунпа саламлама Улатӑр район администрацийӗн пуҫлӑхӗ, ял тӑрӑхӗн ертӳҫи тата ҫӗршывӑн тӗрлӗ кӗтесне саланнӑ тӑванӗсем килнӗ.
Емельян Никишин ҫулӗсене кура мар правур. Вӑл халӗ те куҫлӑхсӑр вулать, республикӑри хыпарсене пӗлсе тӑрать. Вӑрӑм ӗмӗрӗн вӑрттӑнлӑхне пӗлтернӗ вӑл. Емельян Иванович нихӑҫан та пирус туртман, эрех ӗҫмен, яланах ӗҫленӗ, никама та усал сунман.
Улатӑрта пурӑнакан 58 ҫулти арҫыннӑн чартакӗ ҫинче 115 грамм симӗс хутӑш тупнӑ. Тӗрӗслев ирттернӗ хыҫҫӑн ку мӑкӑнь улӑмӗ пулни палӑрнӑ. Ун тӗлӗшпе пуҫиле ӗҫ пуҫарнӑ.
Арҫын унччен те пуҫиле майпа явап тытни паллӑ. Ун чухне вӑл наркотик упранӑшӑн тата ӑша янӑшӑн ҫакланнӑ.
Наркотӗрӗслев службин ӗҫченӗсем ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗр лаптӑкӗсенче мӑкӑнӗ тата кантӑра вӑхӑтра тӗп тумалли пирки асӑрхаттараҫҫӗ. Унсӑрӑн ҫӗрпе усӑ куракан ҫынна явап тыттарма пултараҫҫӗ. Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернӗшӗн 300 пин тенкӗ таран штраф тӳлеттерме е ирӗкрен 2 ҫуллӑха хӑтарма пултараҫҫӗ.
Наркотик хутӑшӗллӗ курӑк ӳстернине асӑрхасан 02 номерпе шӑнкӑравлама ыйтаҫҫӗ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫ ялӗ хитреленнӗҫемӗн хитреленсе пырать. Икӗ ҫул каялла унти Ача-пӑча паркне хунарсем ҫутатма тытӑнассине, ҫутӑ диодлӑ прожектор вырнаҫтарассине эпир пӗлтернӗччӗ.
Унтанпа ку ялта самай ӗҫ туса ирттернӗ. Кӑҫалхи пуш уйӑхӗнче вӑл тӑрӑхри пӗр ӑста, Р.Н. Шарыпкин ятлӑ платник тата столяр тӑватӑ метр ҫуллӗш ҫил арманӗ вырнаҫтарнӑччӗ.
Кивӗ Эйпеҫ ял тӑрӑхӗ чи хӑтлӑ ялсене палӑртма республика шайӗнче ҫулсерен ирттерекен конкурссене те вӗҫӗмех хутшӑнать. Унта палӑрнишӗн тивӗҫнӗ укҫапа ялти Культурӑпа кану паркне хӑтлӑх кӳме тротуар плити туяннӑ, халӗ ӑна сараҫҫӗ.
Ҫӗнелсе илемленнӗ парка кайран республикӑри конкурса тӑратма ӗмӗтленеҫҫӗ.
Ӗнер, утӑ уйӑхӗн 20-мӗшӗнче, Пӑрачкав районӗнчи Пӑрачкав патӗнче вырнаҫнӑ Сӑр урлӑ хывнӑ кӗпер ҫинче («Шупашкар» – «Сурски» ҫулӑн 143-мӗш километрӗ) ҫулӑн пӗр пайӗ ҫӗмрӗлнӗ. Деформациллӗ ҫӗвӗпе ҫыран хӗрринчи юпа ҫинчи плита катӑлнӑ. Пӑрачкав районӗ пӗлтернӗ тӑрӑх плитара вырӑн-вырӑнӗпе 10 см-ран пуҫласа 20 см таран шӑтӑксем йӗркеленнӗ.
Республика влаҫӗн официаллӑ порталӗ пӗлтернӗ тӑрӑх Чӑваш Енӗн Элтеперӗ Михаил Игнатьев кӗперпе ҫыхӑннӑ лару-тӑрӑва тимлӗ сӑнаса тӑрать. Хальхи вӑхӑтра Министрсен Кабинечӗн Председателӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Владимир Аврелькин кӗпер тӑрӑх ҫӳрессине чаракан распоряжени алӑ пуснӑ: 10 тоннӑран йывӑртарах транспорта ҫӳреме чарнӑ, ыттисене кӗперӗн пӗр пайӗпе ҫеҫ яма йышӑннӑ. Кӗпер патне пынӑ вырӑнта авари пирки пӗлтерекен паллӑсем вырнаҫтарнӑ, ятарлӑ службӑсен каҫхи дежурствине йӗркеленӗ.
«Чӑвашҫулупр» КУ директорӗн тивӗҫӗсене пурнӑҫлакан Алексей Алексеев шантарнӑ тӑрӑх пӑтӑрмах тухнӑ пайри юсав ӗҫсене ыранах пуҫлӗҫ.
Чӑваш Ен лаптӑкӗнче Сӑр урлӑ темиҫе кӗпер вырнаҫнӑ. Етӗрне патӗнче вырнаҫнӑ кӗпер те юсавра.
Улатӑр районӗнче Наци ӗҫӗсемпе ӗҫлекен канашӑн ларӑвӗ иртнӗ. Унта тӗрлӗ ӗҫре тӑрӑшакансем пуҫтарӑннӑ. Наци ӗҫӗсем енӗпе туса пыракан кулленхи тӑрмашу пирки пӗр енчен пачах расна отрасль туйӑнакан вырӑнта тимлекенсем отчет тума туса пама тивнӗ. Сӑмахран, вӑл тӑрӑхри «Алатырские вести» хаҫат журналисчӗн Е.С. Фирсован. Вӑл районта пурӑнакан тӗрлӗ халӑх культурине, йӑла-йӗркине ҫутатакан мероприятисем пирки хаҫатра мӗн чухлӗ тата мӗн ҫырнине каласа кӑтартнӑ.
РФ Шалти ӗҫсен министерствин Улатӑрти муниципалитет хушшинчи уйрӑмӗнче тӑрӑшакан С.А. Кирюхин тӗрлӗ халӑх ҫыннисем хушшинче ӑнланманлӑх сиксе тухасран туса ирттернӗ ӗҫсем пирки отчет тунӑ.
Район администрацийӗн пуҫлӑхӗ Николай Романов, вӑл маларах асӑннӑ канаш ертӳҫи шутланать, экстремизмла чӗнӳсемшӗн епле явап тыттарнине шкулсене тухса ӑнлантарма сӗннӗ.
Республикӑри ял хуҫалӑхӗсем выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлеме тытӑннӑ. ЧР Ял хуҫалӑх министерстви пӗлтернӗ тӑрӑх, 19 район ку ӗҫе тытӑннӑ. Ҫӗмӗрле тата Улатӑр районӗсем ҫеҫ васкамаҫҫӗ-ха.
«Ольдеевский» хуҫалӑхра люцернӑна ҫу уйӑхӗн 23-мӗшӗнчех ҫулма тытӑннӑ. Агрофирма ӗҫченӗсем каланӑ тӑрӑх, ку вӑхӑтра ҫак курӑк чечек ҫурма хатӗрленет, ҫавӑнпа унта протеин нумай.
«Атлашевский» ял хуҫалӑх предприятийӗ те малта пыракансен йышӗнче. Унта 1 пин ытла тонна сенаж хатӗрлеме ӗлкӗрнӗ. Ӗҫе пурнӑҫлама вӗсем ҫӗнӗ комбайн туяннӑ.
Республикӑра пӗтӗмпе 600 пин тонна утӑ, 200 пин тонна силос, ҫавӑн чухлех сенаж хатӗрлеме палӑртнӑ. Каласа хӑвармалла: выльӑх-чӗрлӗх валли апат хатӗрлемешкӗн Ҫӗрпӳ тата Шупашкар районӗсем малтан тухнӑ.
Тыр-пул, пахча ҫимӗҫ лартас вырӑнне ҫумкурӑк ашкӑрать. Республикӑра кунашкал 100 пин гектар ҫӗр выртать. Ытларахӑшӗ — Сӗнтӗрвӑрри, Вӑрмар, Улатӑр, Канаш, Элӗк районӗсенче.
Ҫӗрпӳ районӗнчи Паваркасси ял тӑрӑхӗн пуҫлӑхӗ Владимир Плешков каланӑ тӑрӑх, техника сахал, халӑх кар тӑрса ӗҫлесшӗн мар. Районта пушӑ выртакан ҫӗрсемпе ҫӗр надзорӗ кӑсӑкланма пуҫланӑ.
Палӑртмалла: Чӑваш Енӗн ҫӗр фондӗнче 2 миллиона яхӑн гектар. Ытларах пайӗ — ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли. Тӳре-шара ӑна урӑх категорие куҫарасшӑн. Анчах ял хуҫалӑх тӗлӗшпе усӑ курмалли ҫӗрсем ҫинче юлашки вӑхӑтра коттеджсем ӳссе ларнӑ тӗслӗхсем нумайланнӑ. Раҫҫей Президенчӗ кунашкал ҫынсенчен ӑна туртса илсе ҫӗрпе ӗҫлеме юратакансене пама сӗннӗ.
Патшалӑх вӗсене пулӑшма хатӗр. Анчах ҫӗр амнистийӗпе 9 лаптӑк хуҫи ҫеҫ усӑ курнӑ.
Улатӑр районӗнчи Кивӗ Эйпеҫре тӑван тавралӑх илемӗшӗн ҫулсерен ҫине тӑрса тӑрӑшаҫҫӗ. Кӑҫал та унтисем урамсенче чечек лартма тытӑннӑ ӗнтӗ. Ку ӗҫе кивӗ эйпеҫсем Ырӑлӑх аллейинчен тытӑннӑ. Вӑл Шкул урамӗнче вырнаҫнӑ. Аллейӑн пӗр пайӗ ҫырманаллах пырса кӗрет. Апла пулин те ӑна та ял ҫыннисем пӑхса, тирпейлесе, хӑтлӑх кӗртсе тӑраҫҫӗ. Аллейӑна карта тытса ҫавӑрнӑ. Варрине кивӗ чӳрече суллисенчен пӗчӗк пӳрт туса лартнӑ.
Чечек лартма ял тӑрӑхӗ ӗҫсӗр ҫынсене явӑҫтарать. Кун пирки хулари ӗҫлӗх центрӗпе килӗшӳ тунӑ. Унта шутра тӑракан ӗҫсӗрсем тавралӑха хӑтлӑх кӳреҫҫӗ.
Кӑҫал Кивӗ Эйпеҫре чечексене 7 паркпа аллейӑра лартӗҫ. Социаллӑ учрежденисем ҫумӗнчи территорие те вӑл тӑрӑхрисем илем кӗртме палӑртса хунӑ.
Паян ЧР Министрсен Кабинечӗн ларӑвӗнче туризмпа ҫыхӑннӑ ыйтусене те сӳтсе явнӑ. Кӑҫал ҫулла республикӑра ҫул ҫинче ҫӗнӗ кӑтартмӑшсем вырнаҫтарасшӑн.
ЧР Элтеперӗ Михаил Игнатьев Чӑваш Ен виҫӗ космонавтпа мухтанма пултарнине палӑртнӑ. Кун пирки кашни утӑмрах каламаллине пӗлтернӗ вӑл: информаци стенчӗсем ҫинче, туризм кӑтартмӑшӗсенче… Хӑш-пӗр ҫӗрте вӗсене йӗркене кӗртмелле, тепӗр ҫӗртре ҫӗнетмелле. Кӑна Республика кунӗччен туса пӗтерме сӗннӗ вӑл.
ЧР Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Улатӑр хули ыттисемшӗн тӗслӗх пулнине каланӑ. Унта Раҫҫейри тӗрлӗ кӗтесӗнчен паломниксем килеҫҫӗ. Хӑнасене Хӗрарӑмсен мӑнастирне ҫитме йывӑр мар — кӑтартмӑшсем пур. Ҫӗрле информаци стенчӗсем ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (06.06.2025 03:00) уяр ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 753 - 755 мм, 11 - 13 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 0-2 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа кӑнтӑр енчен вӗрӗ.
| Яковлев Михаил Яковлевич, генерал-лейтенант ҫуралнӑ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |